

ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи ноябрь уйăхĕнче арçын сунара тухмалли ирĕк çуккине пăхмасăр хир сыснисен кĕтĕвне «Лада – 212140» автомобильпе йĕрлесе тата çĕрлехи курăм приборĕпе усă курса икĕ чĕр чуна пăшалпа персе вĕлернĕ. Çав самантра ăна сунар ĕçне йĕркелекен егерь асăрханă, пулса иртни пирки полици ĕçченĕсене пĕлтернĕ. Арçын саккуна хирĕçле ĕçĕсемпе 300 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Айăпланакан хăй айăпне йышăннă, сиене туллин саплаштарнă. Суд ăна 10 уйăха юсанмалли ĕç евĕр наказани панă, ĕç укçин 15 процентне тытса юлса патшалăха хăвармалла тунă, пĕр çулталăка сунар ĕçĕ-хĕлĕпе аппаланма чарнă, пăшалне туртса илнĕ тата машина хакĕпе танлашакан 600 пин тенкĕ тÿлемелле тунă.