+18 °С
Ясно


Июнь уйăхĕн саккăрмĕшĕнче Вадим Александровичпа Надежда Федоровна Валиахметовсен Леонид ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ.
- Анастасия, Полина, Марина, Анна, Мария аппăшĕсемпе Ярослав пиччĕшĕ Леонид шăллĕ çураласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вĕсем кĕçĕн шăллĕне савăнса та юратса кĕтсе илчĕç, - пĕлтернĕ ПР Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕн пресс-службинче.
Валиахметовсем килте хăтлă атмосфера тума тăрăшаççĕ, унта кашни ача хăйне хÿтлĕхре туять.