

«Эпир «Патриот» паркра хамăрăн ĕçе малалла тăсатпăр. Мĕнпур ертÿçĕсене çамрăксемпе тĕл пулма ыйтатăп. Иртнĕ эрнере эпĕ волонтерсемпе курнăçрăм. Ман шутпа, лайăх калаçу пулса иртрĕ. Кашнинчех çĕнĕ çынсем, çĕнĕ сăнсем. Пирĕн «Патриот» парк ĕçлемеллех», – тенĕ Радий Хабиров.
ПР çамрăксен политикин министрĕ Вито Сабиров кăçал «Патриот» паркри волонтерсен лагерĕ 300 хастар ачана тата Пушкăртстанри ирĕклĕ йĕркелÿçĕсене пĕрлештернĕ тесе пĕлтернĕ. Мероприяти вăхăтĕнче федераллă грант конкурсĕ иртнĕ, унта хастар çамрăксем хăйсем палăртнине пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пулăшăвĕ çĕнсе илнĕ.
«Мероприяти республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров пуçарнипе иртрĕ. Çак лапам çинче эпир хамăрăн хастар ачасене тата волонтер штабĕсен ертÿçисене, çĕвĕ батальонĕсен представителĕсене пĕрлештертĕмĕр», – çирĕплетнĕ Вито Сабиров.