Урал сасси
+20 °С
Ясно
Новости
19 Июня , 07:00

Леонид Васильевич Яковлев пурнăçран уйрăлса кайрĕ

Июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче йывăр чирленĕ хыççăн ĕç ветеранĕ, пултаруллă чăваш хастарĕ, Шаран районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ пулнă Леонид Васильевич Яковлев ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Леонид Васильевич Яковлев пурнăçран уйрăлса кайрĕЛеонид Васильевич Яковлев пурнăçран уйрăлса кайрĕ
Леонид Васильевич Яковлев пурнăçран уйрăлса кайрĕ

Леонид Васильевич 1955 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шаран районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралнă. Мичурин шкулĕнче, Пушкăрт ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Ĕçлĕ пурнăçне 1977 çулта «Мичуринский» совхозра экономистран пуçланă.
Шаран районĕнчи комсомол комитечĕн иккĕмĕш, пĕрремĕш секретарĕ, «Мичуринский» совхозри парти комитечĕн секретарĕ пулнă. 1991 çултан совхоз директорĕн социаллă тата культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 2000 çулта Шаран район администрацийĕн тĕп специалистне, çав çулах Шаран районĕнчи Халăха социаллă хÿтĕлевпе тивĕçтерекен управленийĕн пуçлăхне лартнă. 2006 çултан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăма ертсе пынă.
Тĕп ĕçĕсĕр пуçне обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. 2000-2018 çулсенче Шаран районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ пулнă. Ертÿçĕ тивĕçне пурнăçланă çулсенче чăваш халăхĕн чĕлхипе культурине аталантарас ĕçе сахал мар тÿпе хывнă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата пысăк профессионализмшăн Л.В. Яковлева «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята панă, ПР Хисеп хучĕпе, «Шаран районĕ умĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн» паллăпа тата ытти медальсемпе чысланă.
Л.В. Яковлев пурнăçран уйрăлса кайнă пирки çывăх çыннисемпе тата тăванĕсемпе пĕрле чунтан хурланнине пĕлтеретпĕр. Унăн çутă сăнарĕ ĕмĕрех пирĕн асра упранĕ.

Шаран районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ Г.В. Шавалеева, ПР культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас