Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
22 Июня , 11:30

Мунчари пушара пула пурнăçĕ татăлнă

Туймазăра пушар ватă çыннăн пурнăçне  татнă. Кун пирки РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн Тĕп управленийĕнче пĕлтернĕ.

Мунчари пушара пула пурнăçĕ татăлнăМунчари пушара пула пурнăçĕ татăлнă
Мунчари пушара пула пурнăçĕ татăлнă

Паян ир-ирех Туймазă хулинчи Монолитная урамĕнчи пĕрене мунча çуннă. Инкек пулнă вырăна çитнĕ хăтаруçăсем пушара тĕп тунă.

 - Шел пулин те, пушара сÿнтернĕ вăхăтра çуртпа мунча хушшинчи хуралтăра 78 çулхи арçыннăн ÿтне тупнă. Пушар сăлтавне тата пулса иртнин лару-тăрăвне уçăмлатаççĕ, - пĕлтернĕ Инкеклĕ лару-тăру министерствин регионти Тĕп управленийĕнче.

Çăлавçăсем çине тăрсах кăмака оборудованине асăрхаса тăма сĕнеççĕ. Кирпĕч кăмакапа  тĕтĕм тухмалли мăрье хушшине тĕрĕслесех тăмалла. Çурăксем – çулăм патне илсе çитерекен тÿрĕ çул.

 - Пушар пирки систерекен прибор вырнаçтарăр, - сĕнеççĕ хăтаруçăсем. -  Çак йÿнĕ япала хăйĕн хытă сассипе вăратма, тĕтĕм тухни çинчен систерме пултарать, çĕрле те пурнăçа çăлать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас