Урал сасси
+32 °С
Ясно
Новости
23 Июня , 05:00

Ача амăш-героиньăсем тÿлевсĕр çĕр илме тивĕçĕç

Пушкăртстан Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Ача амăш-героиньăсене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме ирĕк парĕç. Вĕсене льготăллисен списокне тăратнă. Çав шута «Социализмла Ĕç Геройĕ», «РФ Ĕç Геройĕ» пысăк наградăсен хуçисем тата Ĕç Мухтавĕн орденĕн тулли кавалĕрсем кĕреççĕ. Министрсен Кабинечĕ асăннă республика саккунне тÿрлетÿсем кĕртессине çирĕплетнĕ.

Ача амăш-героиньăсем тÿлевсĕр çĕр илме тивĕçĕçАча амăш-героиньăсем тÿлевсĕр çĕр илме тивĕçĕç
Ача амăш-героиньăсем тÿлевсĕр çĕр илме тивĕçĕç

Çавăн пекех тÿлевсĕр çĕр лаптăкне инвалид ачасемлĕ çемьесен, нумай ачаллă çемьесен, çар хирĕç-тăрăвĕсен тата ятарлă çар операцийĕн участникĕсен, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе черетре тăратакансен илме ирĕк пур.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас