

Документра палăртнă тăрăх, программăна 2025-2030 çулсенче пурнăçа кĕртме 13,84 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Вĕсенчен 2,4 млрд тенкине 2026 çулта.
Программăпа килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне республикăра çуралакан ачасен шутне çулталăкне 36 038-ра çитерме палăртаççĕ. 2024 çулта çак хисеп 32 968-па пинпе танлашнă пулнă. Ача çуралассин пĕтĕмĕшле коэффициенчĕ (пĕр хĕрарăм пуçне миçе ача тÿр килни) 1,35-рен 1,6 çитмелле. Çав вăхăтрах çуратма пултаракан ÿсĕмри хĕрарăмсем хырăм пăрахассине (1000 хĕрарăм пуçне 10 таран) чакарма палăртнă.
Мероприятисен çĕнетнĕ списокне ытти пуçарусем те кĕнĕ. Çав шутра: çамрăк мăшăр валли репродуктивлă сывлăха тĕрĕслемелли сертификатсем, йывăр хĕрарăмсен çĕнетнĕ медицина карттине ĕçе кĕртесси, студентсен çемйисене тĕрлĕ майпа пулăшасси, аслă шкулсенче амăшĕпе ачин пÿлĕмне уçасси, ĕçпе тивĕçтерекенсене демографи ыйтăвĕсене татса парас ĕçе явăçтарасси.
Çавăн пекех программăра репродуктивлă сывлăха çирĕплетес, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене пулăшас, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тата çемье хаклăхĕсене сарас енĕпе мероприятисем ирттерессине шута илнĕ.
Программăна пурнăçа кĕртессишĕн ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство яваплă пулĕ.