Урал сасси
+15 °С
Ясно
Новости
24 Июня , 13:00

Владимир Путин Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кубокне çирĕплетнĕ

Раççейре çулсерен, 2027 çултан пуçласа, тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсемпе çар службин ветеранĕсем, çав шутра адаптивлă спортпа тусалашакансем те,  хушшинче «Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кубокĕ» нумай тапхăрлă комплекслă спорт ăмăртăвĕсем иртĕç. Тивĕçлĕ указа Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă.

Владимир Путин Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кубокне çирĕплетнĕВладимир Путин Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кубокне çирĕплетнĕ
Владимир Путин Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кубокне çирĕплетнĕ

Тĕрлĕ хирĕç тăрусемпе çар службин ветеранĕсене пулăшас, социаллă адаптаци парас тата вăй-хал енчен реабилитацилес тĕллевпе ăмăртура çĕнтернĕшĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн парнине çирĕплетнĕ. Парне çинчен калакан положение документпа çирĕплетнĕ.    

Парне РФ Президенчĕ çирĕплетнĕ официаллă награда тата хирĕç тăрусемпе çар службин ветеранĕсен çитĕнĕвĕсене хак пани шутланать. Ăна кашни уйрăм участника тата командăна параççĕ.

Унсăр пуçне командăсен кашни членне «Тăван çĕршыв-анне чĕнет!» (Мамаев курганти тĕп монумент) скульптурин пĕчĕклетнĕ копине парĕç. Ăна чугунран тунă, унăн çуллĕшĕ – 20 см.

Парнесемпе чысласси  Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кубокĕн Пĕтĕм Раççейри тапхăрне пĕтĕмлетнĕ хыççăн чаплă та савăнăçлă лару-тăрура иртĕ.

Раççей Федерацийĕн Правительствине Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кубокне Пĕрлехи календарь  планĕпе тăватă уйăх хушшинче физкультура тата спорт мероприятийĕсен шутне кĕртме хушнă.  

Мероприятин йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Тăкаксене хысна укçи-тенкинчен тата  ытти çăл куçсенчен уйăрĕç.

 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас