Урал сасси
+17 °С
Облачно
Новости
26 Июня , 05:00

Пушкăртстанра 2025 çулта 14 миллиард тенкĕлĕх 2249 техника туяннă

Иртнĕ çул йывăрлăхсене пăхмасăр республикăри аграрисем 14 млрд тенкĕлĕх  2249 хăватлă  техника туяннă. Çак кăтартупа республика Раççейре тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех Росагролизингăн çăмăллăхлă программи шайĕнче 557 техника (4 млрд тенкĕлĕх) туяннă. Кун пирки ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн 34-мĕш ларăвĕнче регионти ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рамиль Нуриахметов пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра 2025 çулта 14 миллиард тенкĕлĕх 2249 техника туяннăПушкăртстанра 2025 çулта 14 миллиард тенкĕлĕх 2249 техника туяннă
Пушкăртстанра 2025 çулта 14 миллиард тенкĕлĕх 2249 техника туяннă

Рамиль Нуриахметов ял хуçалăх отрасльне аталантармалли тĕп фактор   техникăна тата технологие çĕнетни пулнине палăртнă. Анчах та 2025 çулта тракторсемпе тырă выракан комбайнсем туянас плансене пурнăçламан. Тĕп сăлтавĕ – техника хакĕ ÿсни. Рамиль Нуриахметов сăмахĕсем тăрăх, 2021-2025 çулсенче тракторсен хакĕ 82% ÿснĕ, тырă выракан комбайнсен – 60%, акмалли комплекссен – 61%. Унсăр пуçне çăмăллăхлă инвестици кредичĕсен условийĕсем те улшăннă. Маларах ставка 3% таран пулнă пулсан, паян вăл 9% ытла.

Çавăн пекех вăл республикăри агропромышленность комплексĕнче пилотсăр  вĕçекен аппаратсене ĕçе кĕртесси малалла пынине те палăртнă. 2025 çулта калчасене сăнамалли тата ял хуçалăх культурисене тирпейлемелли дронсен паркĕ 30 ытла еденицăпа танлашнă.

2026 çул пуçланнăранпа Пушкăртстан аграрийĕсем 5,5 миллиард тенкĕлĕх 845 ял хуçалăх техники туяннă. Ку вăл 2025 çулхи январь – май уйăхĕсенчисенчен 800 млн тенкĕ нумайрах. Кун пирки правительствăн вице-премьерĕ – Пушкăртстан ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас