Урал сасси
+13 °С
Облачно
Новости
27 Июня , 11:00

Çтерлĕри Евдокимовсем хваттерĕнче ананас ÿстернĕ

Çтерлĕ хулинче пурăнакан Галинăпа Виктор Евдокимовсем хулари хваттерте ананас ÿстерме пултарнă.

Çтерлĕри Евдокимовсем хваттерĕнче ананас ÿстернĕÇтерлĕри Евдокимовсем хваттерĕнче ананас ÿстернĕ
Çтерлĕри Евдокимовсем хваттерĕнче ананас ÿстернĕ

Мăшăр ултă çул каялла Таиландран тропика улми-çырлине илсе килнĕ. Экзотика çимĕçĕ тин çеç пиçсе çитнĕ.

2020 çулхи февраль уйăхĕнче Галина Таиландра каннă, унта вăл ананассен плантацине çитсе курнă. Шăпах çавăн чухне асăннă çимĕçе килти условисенче ÿстерме май пуррине пĕлнĕ. Туристсене пиçсе çитнĕ çимĕçсем парнеленĕ. Мăшăр çиелти пайне кăларса ывăтман, шыв ăшне лартса хунă. Икĕ эрнерен пĕрремĕш пĕчĕк тымарсем шăтса тухнă. Часах Евдокимовсем ананаса тăпрапа тултарнă савăта куçарнă.

2026 çулхи февраль уйăхĕнче асăннă ÿсен-тăран çеçке çурнă, çакăн хыççăн çимĕç пиçсе çитнĕ.

Мăшăр ананас ÿстерме чăтăмлăх тата тимлĕх кирлине çеç пĕлтернĕ.   

Çтерлĕри Евдокимовсем хваттерĕнче ананас ÿстернĕ
Çтерлĕри Евдокимовсем хваттерĕнче ананас ÿстернĕ
Çтерлĕри Евдокимовсем хваттерĕнче ананас ÿстернĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас