Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
1 Июля , 05:00

«Çынсене айăплама кирлĕ мар»

Иртнĕ эрнере пирĕн республикăра кăна мар, Раççейĕн ытти субъекчĕсенче те бензин ыйтăвĕ çивĕч тăчĕ. Çакна автозаправкăсенчи автомобильсен вăрăм черечĕсем те çирĕплетрĕç. Паянхи кун лару-тăрăва влаçрисем тĕрĕслесе тăраççĕ пулсан та улшăнусем палăрмаççĕ.

«Çынсене айăплама кирлĕ мар»«Çынсене айăплама кирлĕ мар»
«Çынсене айăплама кирлĕ мар»

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăн канашлăвĕнче регион АЗСсене топливăпа тивĕçтерессине ÿстернине пĕлтернĕ. Çавна пулах предприятисем мĕнпур вăйпа (интенсивлă) ĕçленине палăртнă.
– Кунта макроэкономика сăлтавĕсем те, субъективлисем те пур. Çавăн пекех логистикăпа çыхăннă ыйтусем те çителĕклех. Республикăри АЗС тытăмĕсем тĕрлĕрен: 200 яхăн «Башнефть» АЗСсĕсем ĕçлеççĕ, анчах та уйрăм çын тытса тăраканнисем те пур. Хăш-пĕр районсенче «Башнефть» АЗСсĕсем пачах та çук, кунта пурте уйрăм усламçăсем çине тиенет. Вĕсем топливăна пысăк калăпăшпа туянма пултараймаççĕ. Çавна пула хăш-пĕр районсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкеççĕ. Çак пулăм патне çитерме юрамасть. Апла пулсан правительствăн пĕтĕм вăйран ĕçлемелле.
Хăшĕсем çынсене критиклеме пăхаççĕ, айăпне вĕсем çине тиеççĕ – канистрсемпе запассем хатĕрлеççĕ теççĕ. Ку вăл ун пек мар, тĕп тĕллев – тивĕçлĕ логистика йĕркелесси. Канистрсемпе проблема пур, анчах та вăл пĕлтерĕшлĕ мар. Эпир йышăну турăмăр, малашне канистрсене топливо ярса пама чартăмăр. Нефтьрен продукци туса кăларакан заводсем АЗСсене топливо сутассине 1,5 хут ÿстерчĕç. Çавăнпа та шăв-шав хумĕ лăпланасса шанатпăр, – тенĕ Радий Хабиров.
ПР Пуçлăхĕ уйрăмах район-хула ертÿçисене канистрсене бензин ярса пама чарнине тата виçеллĕ нормăпа топливо сутнине тĕрĕслесе тăма хушнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Редакцирен. Бензин ыйтăвне федераллă центр та тимлĕхсĕр хăварман. Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче, канмалли кун пулнине пăхмасăр, РФ Президенчĕ Владимир Путин çак ыйтупа канашлу ирттернĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас