+17 °С
Ясно


- Ку ĕçе канăçсăр чĕреллĕ ентеш Василий Федоров хăй çине илнĕ. Василий Иванович хăйĕн укçи-тенкипе çырана улăштарма пуçланă. Вăл ăна юшкăнран тасатать, çулсем хушши пухăннă кивĕ йывăçсемпе чăтлăхсене чунĕ хушнипе касать. Василий Иванович пулăшнипе нукасаксем выляса илнĕ укçа-тенке лаптăка тасатма тăкакламĕç, хăтлăх кĕртме ярĕç. Çакă ĕнтĕ вăл чăн-чăн «Атайсал». Ентешĕмĕр тăван кĕтесе сăмахпа мар, ĕçпе илем кÿрет, - тет район ертÿçи Арслан Шагаретдинов.