Урал сасси
+18 °С
Облачно
Новости
6 Июля , 09:00

БПЛА операторĕ хăйĕн йăмăкĕсемшĕн тĕслĕх шутланать

Никифарово ялĕнче çуралса ÿснĕ Артур Гареев ятарлă çар операцине кайиччен машинист-дизелист пулса вăй хунă, вахта мелĕпе ĕçленĕ, ĕç хакне тата çирĕп сăмаха лайăх  пĕлнĕ. Элшей район администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Абелгузин Артур питĕ ĕçчен те сăмаха тыма пĕлекен çын пулнине пĕлтерет.

БПЛА операторĕ хăйĕн йăмăкĕсемшĕн тĕслĕх шутланатьБПЛА операторĕ хăйĕн йăмăкĕсемшĕн тĕслĕх шутланать
БПЛА операторĕ хăйĕн йăмăкĕсемшĕн тĕслĕх шутланать

2022 çулта çĕршывра мобилизаци  пуçлансан Гареев повестка илнĕ те пĕр шухăшласа тăмасăрах фронта кайнă. Наиль Абелгузин палăртнă тăрăх , Артур Гареев Тăван çĕршыв умĕнче çеç мар, çемйишĕн те яваплăха туйнă.   

 «Артур нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, унта пилĕк ача çитĕннĕ. Çавăнпа та çирĕп тыл текен ăнлав уншăн пуш сăмах çеç мар. Вăл хăй те виçĕ пултаруллă ачан ашшĕ. Диана мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Артур чăн-чăн кил хуçи, шанчăклă мăшăр тата юратакан атте», - тет Наиль Абелгузин хăйĕн социаллă сечĕсенче.

Артур Гареев тĕслĕхепе СВО зонине унăн икĕ йăмăкĕ кайнă. Вĕсенчен пĕри – Лилиана. Вăл 2023 çултанпа медик пулса ĕçлет. Ильнара – связист. Вăл 2024 çултанпа малти ретре.

«Ку служба кăна мар, йăх-ăрăвăн чысĕ, - палăртать Наиль Абелгузин. Акă вăл, халăхсен пĕрлĕхĕн тĕслĕхĕ. Гареевсен çемйи чăн-чăн патриотизм мĕн иккенне кăтартать. Вĕсем пуш сăмах çапмаççĕ, хăйсен килне, ачисене, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулнине кашни кун çирĕплетеççĕ», - палăртать Наиль Абелгузин.

Артур Гареев хăй те пилотсăр системăсен çарĕнче  аслă оператор вырăнĕнче çапăçури тĕллевсене пурнăçлама пăрахмасть. Çар тивĕçне пурнăçланă май паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн сахал мар патшалăх наградине тивĕçнĕ.  

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас