Урал сасси
+20 °С
Облачно
Новости
7 Июля , 10:00

Велосипедист вăрманта çухалса кайнă

РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин ПР Патшалăх комитечĕн кăтартăвĕсем тăрăх,  çак кунсенче васкавлă службăсенчен Кумертау çынни пулăшу ыйтнă. Опытлă велосипедист вăрмана ярăнма кайнă, аташса кайма пултарассине чухламан та.

Велосипедист вăрманта çухалса кайнăВелосипедист вăрманта çухалса кайнă
Велосипедист вăрманта çухалса кайнă

Арçын Бальза ялĕ енчи вăрман сукмакĕсем тăрăх пĕрре мар  ярăннă, çак вырăнсене питĕ лайăх пĕлнĕ. Анчах июнь уйăхĕ тăршшĕпех вăйлă çумăрсем çунăран палланă сукмаксем çÿллĕ курăкпа витĕннĕ, çавна май арçын вăрманăн иртме те май çук вырăнне лексе аташса кайнă.

 Çăлавçăсем çухалса кайнă çынпа çыхăннă, геолокаци ярса пулăшу киличчен вырăнта юлма ыйтнă. Пĕлтернĕ координатсем тăрăх арçынна хăвăрт тупса квадрациклпа вăрмантан илсе тухнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас