+20 °С
Пӗлӗтлӗ


Тепĕр çĕнĕлĕх – цирксене билет туянма икĕ пин тенкĕ лимит уйăрни. Маларах çĕршыв президенчĕ Владимир Путин правительствăна патшалăх циркĕсем «Пушкин картти» программăна хутшăнассине тивĕçтерме хушнă. Улшăнусене йышăнсан вĕсем 2026 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕç.
«Пушкин картти» программа 2021 çулта пуçланнă. Вăл çамрăксене культура мероприятийĕсене çÿреме майсем туса парать, вĕсене театрсенче, музейсенче, концерт залĕсенче тата кинотеатрсенче иртекен культурăпа искусство пулăмĕсене явăçтарать.