Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
10 Июля , 05:00

Хĕр ачана наркотикпа усă курма ÿкĕтленĕ

Туймазăри районсем хушшинчи прокуратура  вырăнта пурăнакан 23  çулхи арçын тĕлĕшпе «çулĕ çитмен ачана наркотиксемпе усă курма хистени» статьяпа пуçарнă айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.

Хĕр ачана наркотикпа усă курма ÿкĕтленĕХĕр ачана наркотикпа усă курма ÿкĕтленĕ
Хĕр ачана наркотикпа усă курма ÿкĕтленĕ

ПР Прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, февраль уйăхĕнче туссен ушкăнĕ Туймазă хулинчи пĕр хваттерте пуçтарăннă. Çав вăхăтра пĕр арçын çулĕ çитмен хĕр ачана сутма чарнă япалана тутанса пăхма сĕннĕ, ÿкĕтленĕ. Çавна пула çамрăк хĕр синтетика наркотикĕпе усă курнă.

Арçын хăйĕн айăпне йышăннă. Прокуратура пухнă доказательствăсене çителĕклĕ тесе йышăннă, уголовлă ĕçе Туймазăри районсен хушшинчи суда янă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас