

Асăннă хушупа килĕшÿллĕн Николайпа Елена Матвеевсене çемье институтне çирĕплетес тата ачасене воспитани парас ĕçре тава тивĕçлĕ пысăк ĕçсемшĕн «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа чысланă.
Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн факультечĕн деканне Гульфира Абдуллинана тата ĔНТУн физикăпа техника университечĕн кафедра заведующийне пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрленĕшĕн, наукăпа педагогика ĕç-хĕлĕнче çитĕнÿсем тунăшăн, нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степеньлĕ орденăн медальне панă.
Çавăн пекех республикăри вырăс академи драма театрĕн артистне Ирина Агашкова-Кореневана РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ хисеплĕ ята панă, Ĕпхÿри ÿнер училищин преподавательне Найля Юсуповапа вырăс драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Елена Кондояниди РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ сумлă ята тивĕçнĕ.