+15 °С
Дождь


Иртнĕ сезонра республика 857,7 тонна макулатура пухса Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсем хушшинче лайăх кăтартусемпе палăрнă. Пухнă материалсене тирпейлеме янă, вĕсенчен гофрокартон, упаковка тата ытти хут продукцийĕ туса кăларнă.
Акцие шкулсем, предприятисем, учрежденисем, çемье командисем тата кирек кам та уйрăммăн хутшăнма пултарать. Кун валли бумбатл.рф сайтра регистраци иртмелле те кивĕ хут пухса йышăну пунктне кайса памалла, ун хыççăн акцие хутшăнни пирки #бумбатл#экоситстема#нацпроектэкоблагополучие хештегсемпе социаллă сетьсенче лартмалла.