+23 °С
Дождь


Раççейĕн ытти регионĕсенчи власть органĕсем халăх медицинипе çынсене сиплеме панă ирĕк Пушкăртстан территоринче вăйсăр шутланать. Саккунлă ĕç валли сиплевçĕсен республикăри Сывлăх сыхлав министерствинче ирĕк паракан документ илмелле.
Сиплевĕн уйрăм меслечĕсене палăртакан ирĕке министерствăн официаллă бланкĕ çинче пичетлĕç. Ăна илес тесен сиплевçĕсен квалификацине çирĕплетекен документпа вĕренÿ дипломĕ кăртартмалла çеç мар, пациентсене йышăнмалли пÿлĕм те пулмалла.
Регионти саккунлă халăх сиплевçисен учечĕн журналне министерство сайтĕнче вырнаçтарĕç.