

«Пуç мимин ĕçĕ шалти органсемпе тата япала улăшăвĕпе (метаболизм) тачă çыхăннă. Мимешĕн сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыни тĕп вырăнта тăрать.
Чи малтан апатланăва тимлĕх уйăрмалла. Мансур Амирович виçĕ апат-çимĕçрен пăрăнма тăрăшать: апат тăварĕ (юн пусăмне ÿстерет), выльăх çăвĕсем (атеросклероз патне илсе çитереççĕ) тата хăвăрт углеводсем, пылаксем (япала улăшăвне пăсаççĕ). Тухтăр хăй апатланăвне ытларах симĕс çимĕçсем, пахча çимĕç, улма-çырла, эрнере пĕрре пулă, кавăн тĕшши, йĕтĕн çăвĕ кĕртме тăрăшать.
Иккĕмĕш вырăнта хусканусен хастарлăхĕ тăрать. Тухтăр ĕçне пула физкультурăпа ялан туслă пулма пултараймасть. Апла пулсан та кашни кун 30-50 минут хăвăрт утать, шывра ишет.
Виççĕмĕш вырăнта – ыйхă. Çывăрассине йĕркене кĕртмелле.
«Манăн ку енĕпе йывăрлăхсем пур, анчах та çывăрнине талăкне çичĕ сехете çитерме тăрăшатăп», - пытармасăр калать медицина наукисен докторĕ.
Тăваттăмĕш вырăнта - стреса хирĕç тăма пĕлни. Этем хăйĕн кăмăл-туйăмĕпе хуçаланма пĕлмелле. Сирĕнпе кам-тăр кăмăлсăр пулсан – çак пулăма тишкермелле те пăшăрхану кирлех-ши тесе пĕтĕмлетÿ тумалла.
Пиллĕкмĕш вырăнта – ăс-тăна çивĕчлетмелли хăнăхусен системи. Кунта ют чĕлхесене, тĕрлĕ çĕнĕ ĕçсем тума вĕренни кĕрет.
«Ĕç вăхăтĕнче юнашар специальноçсен уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхĕсене тĕпчеме, май пур таран кĕнекесем, медицинăн урăх юхăмĕсем çинчен статьясем вулама, математика, техника шухăшĕсене тĕпчеме тăрăшатăп.
Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп неврологĕн сăмахĕпе регионта пурăнакансен хушшинче пуç мимин юн тымарĕсен чирĕсем (инсульт), дегенераци (хавшату) чирĕсем (Альцгеймер, Паркинсон), тытамак тытни (эпилепси) тата пуç мими суранланнин тĕрлĕ витĕмĕ анлă сарăлнă.
Хăрушă сигналсен шутне тухтăр ăс-тăн, шухăшлав хăвăртлăхĕ чакнине, тыткаларăш пăсăлнине, мăраланчăклăхпа агрессивлăха кĕртнĕ. Çавăн пекех пациентăн калаçăвĕ пăсăлнине, алă вăйĕ чакнине, сисĕмлĕхпе куç начар курма пуçланине те шута илмелле.
«Малтанлăха асăннă паллăсем темиçе минут е сехет çеç тăсăлаççĕ. Анчах та мерăсем йышăнмасан вĕсем ялан пулма пултараççĕ, пысăк инкек е вилĕм патне илсе çитерççĕ. Чир шала ан кайтăр тесен тухтăр патне вăхăтра çитмелле», - асăрхаттарнă Мансур Кутлубаев.
Инга АЛЕКСЕЕВА.