Урал сасси
+22 °С
Ясно
Новости
23 Июля , 12:00

Çухалнă мăшăрне тупнăшăн Пушкăртстанри полици ĕçченĕсене тав тунă

Тутарстан Республикинчи Елабуга хулинче пурăнакан 65 çулхи хĕрарăм ПР шалти ĕçсен министрне, полицин генерал-лейтенантне Александр Воронежскине тав çырăвĕ янă. Вăл РФ ШĔМĕн Аскин районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсене мăшăрне тупнăшăн тав тунă.

Çухалнă мăшăрне тупнăшăн Пушкăртстанри полици ĕçченĕсене тав тунăÇухалнă мăшăрне тупнăшăн Пушкăртстанри полици ĕçченĕсене тав тунă
Çухалнă мăшăрне тупнăшăн Пушкăртстанри полици ĕçченĕсене тав тунă

Пушкăртстан Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби  пĕлтернĕ тăрăх, арçын çуран вăрман урлă пĕтнĕ яла амăшĕн вил тăприне курма кайнă та таврăнман. Вăл çултан аташса кайса çыхăнусăр, кирлĕ эмелсемсĕр чăтлăха кĕрсе кайнă. Шырав каçченех пынă. Ун хыççăн пăшăрханнă арăмĕ полицие çитнĕ. Аскин районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмĕн ĕçченĕсем патшалăх вăрман инспекторĕпе Вадим Нигматьяновпа пĕрле тÿрех вырăна тухса кайнă. Территорие тĕрĕслеме пилотсăр вĕçекен аппаратпа та усă курнă. Пĕр-икĕ сехетрен арçынна чĕрĕ те сывă тупнă.

«Йĕрке хуралçисен пысăк профессионализмне, харсăрлăхне тата килĕштерсе ĕçленине пула манăн мăшăр ырă-сывă тупăнчĕ… Пирĕнпе юнашар палламан çынна çăлассишĕн хăйсен вăхăтне, вăйне шеллемен çынсем пурăнаççĕ», - çырнă хĕрарăм.     

  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас