Урал сасси
+22 °С
Ясно
Новости
23 Июля , 13:00

Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма автомобиль çулĕн 6,7 çухрăмне юсанă

Кармаскалă тăрăхĕнчи Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма автомобиль çулĕн 6,7 çухрăмне йĕркене кĕртес ĕç вĕçленнĕ.  Юсав ĕçĕсене «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланă.

Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма автомобиль çулĕн 6,7 çухрăмне юсанăУлукулево – Кабаково – Суук-Чишма автомобиль çулĕн 6,7 çухрăмне юсанă
Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма автомобиль çулĕн 6,7 çухрăмне юсанă

Çул-йĕр ĕçченĕсем ресайклинг мелĕпе усă курса çул никĕсне тата çул айккисене çирĕплетнĕ, икĕ хутчен асфальтпа бетон сийĕ сарнă, разметкăсем тунă.

 - Асăннă çулпа çывăхри ялсенче пурăнакансем анлă усă кураççĕ, мĕншĕн тесен унпа Ĕпхÿ-Эрĕнпур Р-240 федераллă аслă çул çине тухма пулать. Кунсерен ун тăрăх 2,2 пин автомобиль иртет. Ял çыннисем асăннă лаптăка йĕркене кĕртме ыйтса пуçлăхсем патне çыру çырнă, паян çак ĕç вĕçленчĕ, - каласа панă Пушкăртстан Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Любовь Минакова.

 

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас