Урал сасси
+21 °С
Облачно
Новости
24 Июля , 13:00

Суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлет

ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров асăннă отрасльте ĕçлекенсене професси уявĕпе саламланă, чи лайăх ĕçченсене наградăсем парса чысланă.

Суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлетСуту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлет
Суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлет

Андрей Назаров пĕлтернĕ тăрăх, республикăри суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын тăрăшать, пĕтĕмĕшле 43 пин ытла предприяти ĕçлет. Иртнĕ çулхине ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ 1,7 трлн тенкĕрен иртнĕ.

 - Çак цифрăсем хыçĕнче кил çумĕнчи лавккасем, апатлану вырăнĕсем, йăлари çăмăллăхпа тивĕçтерекен компанисем, логистика, шкул апатланăвĕ, «Сĕт-турăх кухни». Çавăн пекех асăннă отрасль тытăнса тăракан çынсен вăйĕ, - тесе палăртнă  правительство ертÿçи.

Республикăра çул-йĕр сервисĕ хастар аталанать: иртнĕ çулхине 347 объекта юсаса çĕнетнĕ, кăçал 298-не йĕркене кĕртĕç.  

Суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлет
Суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлет
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас