Урал сасси
+23 °С
Ясно
Новости
25 Июля , 08:00

Хушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнче

Пушкăртстанри вĕрентÿ тытăмĕнче педагогика ĕçĕнче çитĕнÿсем тунă вĕрентекенсене премисемпе чыслассипе çыхăннă конкурс вĕçленнĕ. Çулсерен çак сумлă професси смотрĕ пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли лапам пулса тăрать, унта çĕнтерни – педагогăн пысăк пахалăхлă ĕç палли. 2026 çулта 200 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ лауреатсен шутне  Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕн биологипе хими вĕрентекенĕ Надежда Евдокимовна Васильева кĕнĕ.

Хушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнчеХушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнче
Хушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнче

Надежда Евдокимовна – пысăк стажлă тата опытлă вĕрентекен. Вăл хăй ĕçне чунтан парăнса, пысăк яваплăха туйса пурнăçлать. Н.Е. Васильева тăрăшнипе асăннă шкултан чăн наукăсене юратакан çĕршер ача вĕренсе тухнă.

Пултаруллă педагог агрономи çул-йĕрне аталантарас ĕçе уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл пĕлсе ертсе пынипе ачасем теорине вĕренеççĕ çеç мар, пысăк тĕпчев проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Кăтартусем хăйсемшĕн калаççĕ: Надежда Евдокимовнăн вĕренекенĕсем тăтăшах регион тата Пĕтĕм Раççейри конкурссен хисеп картлашкисем çине хăпараççĕ.

Районти педагогсен пĕрлĕхĕшĕн çут çанталăкпа наука циклĕн вĕрентекенĕ çĕнтерни – уйрăмах мăнаçланмалли сăлтав. Çакă ĕçе чунтан парăннă профессионал пуçăнсан ялти шкулта та Раççей шайĕнче çитĕнÿсем тума май пуррине çирĕплетет.  

Надежда Евдокимовнăна тивĕçлĕ наградăна илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр. Тунă ĕçсем çинче чарăнса тăмасăр вĕренекенсене малашне те хавхалантарса профессин çĕнĕ тÿписене парăнтарма сунатпăр.

Алевтина СЕМЕНОВА, вĕренÿ пайĕн методисчĕ.

 

Хушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнче
Хушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнче
Хушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнче
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас