

Çăкăр-булка таврашĕ пĕçерсе кăларакан производствăна хута ярасси Алена Никитинан пуçне пырса кĕнĕ. Мăшăрĕ вара асăннă пуçарăва ырласа йышăннă, палăртнине пурнăçа кĕртме пулăшнă. Майĕпен Денис Никитин уйрăм усламçăшăн тăван çĕрĕ çинче бизнес аталантарасси тĕп шухăша çаврăннă.
- Кунта çуралнă, кунта пурăнатăп, кунтах ĕçлĕп, - тесе каланă Денис Никитин.
Усламçăсем палăртнă тăрăх, асăннă пекарньăра Ермолаево çăкăрĕн чи лайăх рецепчĕсемпе йăлисене тĕпе хурса çăкăр-булка таврашĕ пĕçерĕç. Çапла Никитинсен çăкăрĕ ачалăха, телейлĕ вăхăта аса илтерĕ.
Телейлĕрех пулас тесен «Чăн-чăн пекарньăна» çул тытмалла.