Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
28 Июлӗн , 10:00

Владимир Путин Як-130М çĕнетнĕ самолета хак панă

РФ Президенчĕ Владимир Путин Иркутскри «Яковлев» авиаци заводне кайса курнă. Кунта çĕршыв ертÿçи Як-130М çĕнетнĕ самолетпа паллашнă.

Владимир Путин Як-130М çĕнетнĕ самолета хак панăВладимир Путин Як-130М çĕнетнĕ самолета хак панă
Владимир Путин Як-130М çĕнетнĕ самолета хак панă

Пĕр уйăх каялла сывлăш карапĕ пĕрремĕш вĕçев тунă. Çĕнетнĕ Як-130М самолет çинчен Александр Гуськов летчик-испытатель каласа панă. Самолета паянхи саманана тивĕçтерекен борт системисем, радиолокаци станцийĕ, комплекслă хатĕрсем (çав шутра «сывлăш-сывлăш», «сывлăш-çĕр» авиаци хатĕрĕсем) вырнаçтарнă. Пĕр сăмахпа каласан вăл çăмăл истребитель евĕр.

Сывлăш карапĕн çар задачисен шутне çĕр çинчи тата сывлăшри тĕллевсене пурнăçласси те кĕрет. Çав шутра йывăр класлă пилотсăр вĕçекен аппаратсене тĕп тăвассипе çыхăннă ĕçсем те пур.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас