Урал сасси
+21 °С
Облачно
Новости
8 Августа , 06:00

Культура объекчĕсене çĕнетме 3 млрд тенкĕ тăкакланă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров палăртнă тăрăх, ялти культура инфраструктурине аталантарасси республикăшăн тĕп тĕллев пулнă, малашне те пулĕ. Районсенчи культура çурчĕсем çынсене хăйсем патне илĕртекен тĕп вырăнсем шутланаççĕ. Кунта пурнăç вĕресе тăрать, ача-пăча сассисем илтĕнеççĕ, концертсемпе уявсем иртеççĕ. Унсăр пуçне волонтерсем пухăнса маскировка сечĕсем çыхаççĕ, блиндаж çуртисем хатĕрлеççĕ, малти линие ăсатмалли гуманитари пулăшăвне те кунта илсе килеççĕ.

Культура объекчĕсене çĕнетме 3 млрд тенкĕ тăкакланăКультура объекчĕсене çĕнетме 3 млрд тенкĕ тăкакланă
Культура объекчĕсене çĕнетме 3 млрд тенкĕ тăкакланă

Республика ертÿçи хушса каланă тăрăх, юлашки пилĕк çул хушшинче регионти культура учрежденийĕсене çĕнетме тата культура проекчĕсене пурнăçа кĕртме 3 млрд тенкĕ яхăн тăкакланă. «Культура» тата «Çемье» наци проекчĕсене, тĕрлĕ патшалăх программисене хутшăннă май, 170 культура объектне хăпартнă, тĕпрен юсанă. Тата 126-шне паянхи куна тивĕçтерекен оборудованисем, юрă-кĕвĕ инструменчĕсем уйăрса панă.
«Пĕчĕк Тăван çĕршывăн культури» парти проекчĕ ялсенчи 492 культура çурчĕн тата 9 театрăн пурлăх никĕсне çĕнетме пулăшнă. Вĕсем валли сцена тата наци тумĕсем, юрă-кĕвĕ инструменчĕсемпе оборудованисем, çемçе креслăсем туяннă. Театрсен репертуарĕ 52 çĕнĕ спектакльпе пуянланнă.
– Çакăн йышши пулăшăвăн кăтартăвĕ пур. Республикăри пултарулăх ушкăнĕсем Пĕтĕм Раççейри фестивальсемпе конкурссене ытларах хутшăнма пуçларĕç. Пирĕн театрсем пысăк мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ, çав шутра – Пĕтĕм тĕнче шайĕнчисем. Çакă питĕ лайăх пулăм, – тенĕ Радий Хабиров.
Çакна пĕр тĕслĕхпе çеç çирĕплетсе хăварас килет: наци проекчĕсем Пишпÿлекри Культура керменĕнчи «Мерчен» чăваш халăх фольклор ансамблĕн кабинетне те çĕнетме майсем туса панă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хыçлă çемçе пукансем, тумсене упрамалли шкап, тĕкĕрлĕ комод туяннă.
– Пирĕн коллективăн пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмасть. Нумай пулмасть Тутарстан Республикинче Раççей шайĕнчи чăвашсен Уявĕнчен таврăнтăмăр. Халĕ чăваш хĕрĕсен çи-пуçне, тухьяна, çĕнетессипе ĕçлетпĕр. Малашнехи ĕç планĕсем пысăк. Ушкăн йышĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пур, çав шутра ача-пăчасем те. Чăваш ушкăнĕн кабинетне çĕнетни, çĕнĕ сĕтел-пукансем туянни малалла та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, ушкăн пайташĕсен кăмăлĕсем пушшех çĕкленчĕç, – тенĕ «Мерчен» чăваш халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Людмила Романова.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас