

«Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвăн Патшалăх Думин депутачĕсене суйласси çинчен» законпа килĕшÿллĕн 2026 çулхи август уйăхĕн 17-мĕшĕнче 10.00 сехетре Пелепейри информаци центрĕнче (Пелепей хули, Мало-Луговая урам, 53А çурт) кандидатсене агитаци материалĕсем вырнаçтарма тÿлевсĕр тата тÿлевлĕ лаптăк уйăрса парассипе шăпа яни (жеребьевка) иртет.
Пĕтĕмĕшле суйлав умĕнхи агитаци материалĕсене вырнаçтармалли тÿлевлĕ вырăн калăпăшĕ 400 тăваткал сантиметрпа (кашни номерте) танлашать, тÿлевли те çавăн чухлех – 400 тăваткал сантиметр.
Шăпа янă çĕрте политика партийĕсен кандидачĕсемпе вĕсен шаннă çыннисен, представителĕсен хăйсем кам пулнине çирĕплетекен документсем пулмалла.
Агитаци материалĕсене «Урал сасси» хаçатăн пичĕсенче вырнаçтарасси икĕ енлĕ килĕшÿ тунă хыççăн пурнăçланать. Ăна Пелепейри информаци центрĕ – «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ АОн филиалĕпе регистраци иртнĕ политика партийĕсем çырса хатĕрлеççĕ, алă пусса пичетсемпе çирĕплетеççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (34786) 4-48-00.
Пелепей районĕнчи территори суйлав комиссийĕ.