Урал сасси
+17 °С
Дождь
Новости
13 Августа , 07:00

Пушкăртстанра миллион тонна ытла тыр-пул пуçтарнă

Республикăри тыр-пул ĕçченĕсем 2026 çулхи тухăçăн пĕрремĕш миллион тоннине вырса çапнă. Август уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне регионта 330 пин гектар тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем çулнă, ку – пĕтĕмĕшле калăпăшăн 25 проценчĕ. Аса илтеретпĕр, региона тата çĕршыва тырăпа тивĕçтерни «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе килĕшсе тăрать.

Пушкăртстанра миллион тонна ытла тыр-пул пуçтарнăПушкăртстанра миллион тонна ытла тыр-пул пуçтарнă
Пушкăртстанра миллион тонна ытла тыр-пул пуçтарнă

Тухăçăн пысăк пайне кĕрхи тыр-пул культурисем йышăнаççĕ. Вĕсене республикăра 836 пин ытла тонна пуçтарнă. Вăтам тухăç гектар пуçне 36 центнерпа танлашать. Культурăсен ытларах пайĕ – кĕрхи тулăсем. Вĕсене 750 пин тонна ытла пухнă. Ыраша 77 пин тонна яхăн çапса илнĕ.

Çавăн пекех çурхи культурăсене вырасси те вăй илет. Унта хальлĕхе урпа ытларах, ăна 198 пин тонна ытла пухнă.

Республикăри вун ултă районта вырман тĕп культурине – çурхи тулла -  пуçтарма тытăннă. Хальхи вăхăт тĕлне 1% лаптăкран 13,5 пин тонна тулă вырса çапнă.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче çурхи рапса вырма пуçланă. Çу туса илекен культурăн тухăçĕ 750 тоннăпа танлашнă.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас