

Çак килĕшĕве пула инвестор нефть продукчĕсене вырăна илсе çитерессине 17 процент таран ÿстерме шантарать. Палăртнине пурнăçлама нефть продукчĕсен пăрăхĕсене çĕнетме тĕллев лартнă. Пушкăртстан правительстви компани хăйĕн объекчĕсене çĕнетни ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма, чакармасăр, май панине пĕлтернĕ, çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине асăрхаттарнă.
Инвестор хăйĕн проектне пурнăçлама 587 млн тенкĕ тăкаклама тата çулсерен нефть продукчĕсемпе тивĕçтерессине 2,6 млн тонна çити ÿстерме палăртать. Инвестици проекчĕн тĕп тĕллевĕ пăрăх тăрăх продукцие вырăна илсе çитермелли логистикăна оптимизацилесси пулса тăрать. 2026 çул вĕçĕнче нефть продукчĕсен пăрăхĕн çĕнĕ объекчĕсене хута яма палăртаççĕ.
Маларах республикăн премьер-министрĕ Андрей Назаров суту-илÿ министерствипе муниципалитетсене логистика паркĕсене тăвассипе инвесторсене хастартарах явăçтарма хушнă.