Урал сасси
+21 °С
Облачно
Новости
18 Августа , 07:00

Çул-йĕр сервисĕн тата 100 объектне хăпартĕç

ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров палăртнă тăрăх, республикăра çул-йĕр сервисне аталантарас ĕç малалла пырать.

Çул-йĕр сервисĕн тата 100 объектне хăпартĕçÇул-йĕр сервисĕн тата 100 объектне хăпартĕç
Çул-йĕр сервисĕн тата 100 объектне хăпартĕç

Планпа килĕшÿллĕн кăçал 149 çĕнĕ объект хăпартма, çавăн чухлех çĕнетме палăртаççĕ. Çапла пĕрремĕш çур çулта çул-йĕр сервисĕн 103 объектне хута янă, 108-не – юсаса çĕнетнĕ. Халĕ ĕçре - 7 млрд тенкĕлĕх 75 инвестици пуçарăвĕ.

 - Пахалăх шайĕ те ÿсет. «Раççейри суту-илÿ» федераллă конкурсра тăватă объект «Çул-йĕр сервисĕн чи лайăх объекчĕ» номинацинче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Асăннă сферăна СВОна хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене явăçтарассине пăхса тухма хушу патăм. Баймакпа Нуриман тата Ĕпхÿ районĕсенчи, Ĕпхÿ хулинчи ултă çынна пĕрремĕш консультацисем панă. Çынсенче çак енĕпе интерес пур, - тенĕ Андрей Назаров.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас