

Оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче арçын интернет-мессенджерсенчен пĕринче хупă канал йĕркеленине, унта провокациллĕ материалсем вырнаçтарнине тупса палăртнă. 2025 çулхи март уйăхĕнче пулăшу илес тата çĕнĕ çырăнакансене явăçтарас тĕллевпе Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинчи «Крокус Сити Холл» концерт залĕнче терроризмла ĕç тунă пĕтĕм тĕнчери террористсен организацийĕн членĕсен ĕçĕсене тÿрре кăларакан материалсем вырнаçтарнă. Каярахпа пусмăрла ĕçсем, хăш-пĕр наци гражданĕсене тĕп тума чĕнсе калакан материалсем лартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем тĕлĕшпе вăл уйрăмах начар каланă. Уголовлă ĕçе тĕпченĕ май арçын хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, тунă ĕçĕсемшĕн ÿкĕннĕ.
Округри тĕп çар сучĕ оперативлă ĕçченсемпе Федерацин хăрушсăрлăх службин следователĕсем пухнă доказательствăсене приговор йышăнма çителĕклĕ тенĕ. Усал шухăшлă çынна РФ Уголовлă кодексĕн 2-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче, 280-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче, 354.1 - мĕш статйин 4-мĕш пайĕнче пăхса хăварнă преступленисене тунăшăн, сайтсемпе каналсене администрацилес ĕçпе тăватă çуллăха аппаланма ирĕксĕр хăварма йышăннă, çичĕ çуллăха тĕрмене хупмалла тунă. Приговорпа килĕшÿллĕн Ĕпхÿ çынни айăплавăн малтанхи икĕ çулне тĕрмере ирттерĕ, ытти вăхăтне – çирĕп режимлă колонире. Приговор саккунлă вăя кĕмен.
Федерацин хăрушсăрлăх службин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби.