

Кун пирки Раççей çыннисене RT-па калаçнă чухне Runet аналитика кăларăмĕн тĕп редакторĕ Владимир Зыков асăрхаттарнă. Вăл каланă тăрăх, аферистсем студентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ патне комендант е аслă шкул ĕçченĕ тесе шăнкăравлаççĕ, вĕренекене общежитие вырнаçтарма пулăшма шантараççĕ. Вĕсем пÿлĕме броньлама, залог хывма е ыйтăва татса пама «пулăшнăшăн» пĕр-пĕр сумма тÿлеме сĕнеççĕ. Специалист ăнлантарса панă тăрăх, ултав аслă шкула шаннăран йĕркеленет, çавăн пекех васкав пулнипе шухăшласа тăма та вăхăт çук.
- Çынна суя тÿлев страници çине суя документсем ярса пама пултараççĕ е уйрăм çын картти çине укçа куçарма ыйтаççĕ, - палăртнă В. Зыков. – Кун пек сĕнÿсене университетпа общежитин официаллă çыхăнăвĕсем урлă çеç тĕрĕслемелле.
Эксперт палăртнă тăрăх, мошенниксем Раççей çыннисене темиçе пинрен пуçласа вуншар пин тенкĕ таран улталаççĕ. Çакна асра тытмалла: мĕнпур тÿлеве, пурăнма куçмалли йĕркене тата ытти ыйтăва аслă шкул хăй официаллă майпа çирĕплетет тесе пĕтĕмлетнĕ специалист.