Урал сасси
+23 °С
Облачно
Новости
21 Августа , 09:00

Пушкăртстанра пурăнакан Анатолий Копылова ĕмĕрхи юбилейпе саламланă

Сибай хулин хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Копылов хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак паллă кунпа ăна хула мэрĕ Сергей Озерцов саламланă.

Пушкăртстанра пурăнакан Анатолий Копылова ĕмĕрхи юбилейпе саламланăПушкăртстанра пурăнакан Анатолий Копылова ĕмĕрхи юбилейпе саламланă
Пушкăртстанра пурăнакан Анатолий Копылова ĕмĕрхи юбилейпе саламланă

Анатолий Георгиевичăн пурнăçĕ  - Тăван çĕршывшăн тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнин, çирĕплĕхпе хăй ĕçне чунтан парăннин тĕслĕхĕ. Анатолий Копылов 1926 çулта  Баймак районĕнчи Покровка ялĕнче çуралнă. Вăл 1945 çулта Совет çарĕн ретне тăнă, çар летчикĕсен шкулĕнче вĕреннĕ, вăрçă хыççăн çарпа тинĕс, авиаципе техника училищи пĕтернĕ.

Полковник, запасри инженер, техника наукисен кандидачĕ, доцент, ăна «Германие çĕнтернĕшĕн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Хастарлăхшăн», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ» паллăпа тата «Службăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн» II степеньлĕ медальпе наградăланă.

«Анатолий Георгиевича чун-чĕререн çирĕп сывлăх, çывăх çыннăрсен чун ăшшине, тимлĕхне туйса пурăнма сунатăп. Тивĕçлĕ пурнăçшăн тата Тăван çĕршыва юратнин ырă тĕслĕхĕшĕн пуç таятăп», - çырнă Сергей Озерцов.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас