Урал сасси
+23 °С
Облачно
Новости
21 Августа , 07:00

«Шустрый» салтак командировкăра пулнă май амăшне савăнтарнă

Чишма районĕнчи «Шустрый» хушма ятлă салтак командировкăра пулнă чухне амăшне кĕтмен парне тунă. Чечек çыххи йăтса пыракан ывăлне хăйĕн картишĕ умĕнче курни амăшĕшĕн пысăк савăнăç пулса тăнă. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ришат Мансуров каласа панă.

«Шустрый» салтак командировкăра пулнă май амăшне савăнтарнă«Шустрый» салтак командировкăра пулнă май амăшне савăнтарнă
«Шустрый» салтак командировкăра пулнă май амăшне савăнтарнă

Ентешĕсем «Шустрый» урлă гуманитри пулăшăвĕ парса янă. Салтак малти линие генератор, строительство материалĕсем, маскировка сечĕсем тата  ятлă посылкăсем илсе кайнă.

  - «Шустрый» салтак - ырă чунлă çын тата чăн-чăн патриот. Апрель уйăхĕнче ентешĕсем  ыйтнипе вăл Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Новотроицкое ялĕнчи палăка çĕнетнĕ. Май уйăхĕнче вара РФ ятарлă çар операцине кайма Оборона министерствипе алă пуснă. Кун пек ĕçсем хăйсем çинчен хăйсем калаççĕ, - палăртнă Ришат Мансуров.     

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас