

Пушкăртстан Республикин чысне икĕ механизатор хÿтĕленĕ, вĕсем Мелеуз районĕнчен. Пысăк опытлă Ильдар Ишикаев чемпионатăн тĕп программине хутшăннă, Валерий Романов курăмлă трактор-шоура çĕнтерессишĕн кĕрешнĕ.
В.Романов çăмăл мар программăна хутшăнакансенчен чылайăшне иртсе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ильдар Ишикаев та хăйне тивĕçлĕн кăтартнă, сухалассипе иртнĕ уçă чемпионатра çиччĕмĕш вырăн йышăннă.
Валерий Романов Мелеуз районĕнчи Салават ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче механизатор пулса ĕçлет. Маларах вăл республикăра иртнĕ «Уй кунĕ – 2026» агрофорумăн «Трактор-шоу» тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Механизатор Пĕтĕм Раççейри турнирта ял хуçалăх техникине ăста пĕлнине кăтартнă.
– Сухалассипе Раççейĕн 13-мĕш уçă чемпионатĕнче лайăх результатсем кăтартнă механизаторсене, Валерий Романова тивĕçлĕ бронза медальпе саламлатпăр, – палăртнă ПР Премьер-министрăн çумĕ – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.