Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
23 Августа , 10:00

Ултавçăсене сакăр миллион тенкĕ панă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 72 çулхи хĕрарăм хăйĕн мĕнпур перекетне – сакăр миллион тенке яхăн укçине – çухатнă.

Ултавçăсене  сакăр миллион тенкĕ панăУлтавçăсене  сакăр миллион тенкĕ панă
Ултавçăсене сакăр миллион тенкĕ панă

Хĕрарăма укçине памашкăн ÿкĕте кĕртме аферистсене пилĕк уйăх кирлĕ пулнă. РФ Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи февраль уйăхĕнчен пуçласа июль уйăхĕччен тивĕçлĕ канури çынна тăтăшах тĕрлĕ номерти мессенджерсенчен шăнкăравласа çырнă. Усал шухăшлă çынсем хăйсемпе Роскомнадзор, Росфинмониторинг тата ФСБ ĕçченĕсем тесе паллаштарнă.


Малтан вĕсем хĕрарăма «Госуслугинчи аккаунтăра çĕмĕрнĕ», «Домофонăра улăштармалла» тесе виçĕ миллион тенкĕ ытла куçарма ÿкĕте кĕртнĕ. Унтан укçисем хăрушлăхра пулнипе хăратнă. Çак психологи пусăмне пула хĕрарăм хăй ирĕкĕпе татах укçа куçарнă.


Унтан схема улшăннă. Ултавçăсем укçана сыхласа хăварас тесен вĕсене курьера памалла тенĕ. Пенсири хĕрарăм суя специалистсене ĕненнĕ, палламан арçынна тата тăватă миллион тенкĕ ытла – хваттерне сутса илнĕ укçине – панă.
Ватă çын телефон кураторĕсем çыхăнăва тухма пăрахсан çеç тăна кĕнĕ. Вăрланă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă.


Полици ĕçченĕсем çакна аса илтереççĕ: патшалăх органĕсен ĕçченĕсем нихăçан та мессенджерсем урлă шăнкăравламаççĕ, укçасене «хăрушлăхсăр счет» çине куçарма хушмаççĕ. Ун йышши ыйтупа шăнкăравласан тÿрех калаçăва татмалла та хăвăрăн банк е ведомствăн официаллă пулăшу службине шăнкăравламалла.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас