Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
24 Августа , 08:00

Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăм домофоншăн 350 пин тенке яхăн панă

Полицие пулăшу ыйтса 62 çулхи хĕрарăм килнĕ. Вăл хăйне мошенниксем улталани пирки заявлени çырнă.

Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăм домофоншăн 350 пин тенке яхăн панăĔпхÿ хулинчи хĕрарăм домофоншăн 350 пин тенке яхăн панă
Ĕпхÿ хулинчи хĕрарăм домофоншăн 350 пин тенке яхăн панă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хĕрарăм телефон аферисчĕсен серепине çакланни пирки каласа панă. Ун патне палламан çын шăнкăравланă та хăйне çуртпа коммуналлă хуçалăх ĕçченĕ тесе паллаштарнă. Вăл домофона улăштармалли пирки каланă, СМСпа килнĕ кода пĕлтерме ыйтнă.

Каярах  хĕрарăм патне «Госуслуги» порталпа Федераллă хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем  шăнкăравланă имĕш. Вĕсем инкеке лекнĕ çынна харпăр даннăйсем мошшениксене лекни пирки пĕлтернĕ. Усал шухăшлă çынсем хĕрарăма укçана упраса хăварас тесен кирлĕ приложение уçласа илме, ун урлă укçа-тенке «хăрушлăхсăр» счет çине куçарма ÿкĕтленĕ.

Çапла майпа аферистсем 350 пине яхăн тенкĕ вăрланă.  Ун хыççăн мошшениксем хушнипе хĕрарăм асăннă приложение тата пур  çырусене те кăларса пăрахнă. Каярахпа вăл мĕн пулса иртни çинчен хăйĕн хĕрне каласа панă, лешĕ амăшне ултавçăсен аллине çакланнине пĕлтернĕ. Шар курнăскер полицие çитнĕ. Асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас