+16 °С
Облачно


ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм тăватă уйăха яхăн ĕç вырăнĕнчен ылтăн тата кĕмĕл япаласем илсе тухса ломбарда ăстанă. Унăн ĕçĕсенчен пĕтĕмĕшле сиен 750 пин тенкĕрен иртнĕ. Çитменлĕхе айăпланакан ĕçрен хăтарма ыйтса çырнă заявление пăхса тухнă хыççăн ревизи ирттернĕ чухне тупса палăртнă.
Хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă. Ĕçе судра тĕпрен пăхса тухма янă. Ăна «Пурлăха хапсăнни е тăкаклани» статьяпа айăплама пултараççĕ.