Урал сасси
+19 °С
Дождь
Новости
25 Августа , 11:00

Пÿлмесене 1,9 млн тонна тырă кĕртнĕ

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра вырма экватора çитнĕ.

Пÿлмесене 1,9 млн тонна тырă кĕртнĕПÿлмесене 1,9 млн тонна тырă кĕртнĕ
Пÿлмесене 1,9 млн тонна тырă кĕртнĕ

Паянхи кун тĕлне регионти тыр-пул ĕçченĕсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕн çуррине, 650 пин гектара яхăн, вырса пуçтарнă.

 - Пÿлмесене 1,9 млн тонна çĕнĕ тухăç хывнă. Регионпа çĕршыва тырăпа тивĕçтересси «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе пурнăçланать, - палăртнă регион ведомствинче.

Пĕтĕмĕшле тыр-пул пухса илессипе Çтерлĕ районĕ малта пырать. Унти хуçалăхсенче 154 пин тонна тыр-пул пуçтарнă. Унсăр пуçне 100 пин тонна «тырă» чиккине Чекмагуш, Авăркас, Давлекан районĕсем иртнĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 30 центнертан кăшт сахалрах тухать. Çав хушăрах Чекмагушпа Кармаскалă районĕсенче – кашни гектартан 47, 44-центнершар.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас