Урал сасси
+20 °С
Облачно
Новости
26 Августа , 13:00

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанра эрех-сăра сутма чарĕç

Пĕлÿ кунĕнче республикăра эрех-сăра сутма чарĕç тесе пĕлтерет тĕп хула мэрийĕ.

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанра эрех-сăра сутма чарĕçСентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанра эрех-сăра сутма чарĕç
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанра эрех-сăра сутма чарĕç

Асăннă саккун ваккăн суту-илÿ тăвакансене пырса тивет. Обществăлла апатлану предприятийĕсем (кафесем, ресторансем, барсем) ку шута кĕмеççĕ. Йĕркене пăсакансене пысăк штраф, 20-40 пин тенкĕ таран, тÿлемелле тăвĕç, организацисен продукцийĕсене туртса илĕç тата 100-300 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерĕç.

Аса илтерме, республикăра эрех-сăра сутассине чарасси Çамрăксен кунĕнче, Çĕнĕ çул каникулĕнче, шкулсенчи Юлашки шăнкăрав мероприятийĕсене ирттермелли кунсенче тата Сабантуйсенче вăйра.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас