+6 °С
Ясно


Ăмăртăва Раççейĕн 22 регионĕнчен 210 шкул ачи хутшăннă. Пушкăртстан чысне Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкул вĕренекенĕсем, Данил Васильев, Софья Данилова, Мария Степанова, хÿтĕленĕ. Пĕтĕм Раççейри финал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Хушăлка шкул вĕренекенĕсем «АгроБио» номинацин çĕнтерÿçисем пулса тăнă.
Хушăлка шкулĕн пултаруллă вĕренекенĕсемпе вĕсен ертÿçине, химипе биологи учительне Надежда Евдокимовна Васильевана, сумлă çĕнтерÿпе саламлатпăр, малалла та çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.