

Амир Абдразаков ячĕллĕ «Пушкăртстан» киностудин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра тÿрех 68 лапамра – кинотеартсемпе кинозалсенче, культура çурчĕсенче, библиотекăсенче, музейсенче, парксемпе ытти обществăлла хутлăхсенче – кино кăтартнă. Акцие республикăри хуласемпе ялсенчен 8 пин куракан хутшăннă. Уйрăмах Мелеуз, Салават, Кумертау, Месягутово, Ĕпхÿ хулисенчи лапамсенче çын нумай пуçтарăннă.
Пысăк экран çинче Раççейре ÿкернĕ тăватă фильм кăтартнă: «Чебурашка 2», «Буратино» çемье картинисем, «Ангелы Ладоги» историпе çар драми тата «Малыш» çар драми. Хăш-пĕр лапамсенче кино кăтартассине ятарлă программа пуянлатнă. Сăмахран, Мелеуз хулинче хăнасем валли «Телейлĕ вырăнсем» парнеллĕ акци ирттернĕ, Ĕпхÿ хула планетарийĕнче – экскурси.
Пĕтĕм Раççейри акци кăçал Раççейри пилĕк пин лапама тата тĕнчери 60 ытла çĕршыва пĕрлештернĕ.