

Çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе Раççейри социаллă фондăн регионти уйрăмĕ 31 млн тенкĕ укçа-тенкĕ куçарнă. Пушкăртстанри студенткăсене йывăр çын пулнишĕн тата ача çуратнишĕн декретри 140 куншăн 85 пин тенкĕ пособипе тивĕçтереççĕ. Кун пек пысăк виçеллĕ пособие илмелли ирĕке çулталăк каялла йышăннă.
Иртнĕ çулхи август уйăхĕнчен ун йышши пособие вĕрентÿ заведенийĕсем тÿленĕ, ăна стипендие тĕпе хурса шутланă.
- Асăннă вăхăтран тÿлев хисепне урăхла шутласа кăлараççĕ. Ĕçлеме пултаракан халăх валли регионти пурăнмалли минимум виçин 100 процентне шута илсе (вăл 2026 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра 18 373 тенкĕпе танлашать) тÿлеççĕ, - ăнлантарса панă Раççей социаллă фончĕн Пушкăртстанри уйрăмĕнче.
Тÿлеве ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче, аслă шкулсенче, хушма професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче, ăслăлăх организацийĕсенче вĕренекен студентсем илме пултараççĕ. Вĕренÿ условийĕсем пĕлтерĕшлĕ мар. Вĕсем тÿлевлĕ те, бюджет шутĕнчен те вĕренме пултараççĕ.