Урал сасси
+13 °С
Облачно
Новости
1 Сентября , 05:12

Радий Хабиров аслă шкулсенчи йышăну кампанийĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă

хакланă Август уйăхĕн 31-мĕшĕнче Республикăна ертсе пыракан центрта иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Республикăри патшалăх комитечĕн наука тата аслă пĕлÿ енĕпе ĕçлекен председателĕ Светлана Мустафина йышăну кампанийĕ вĕçленни пирки пĕлтернĕ.

Радий Хабиров аслă шкулсенчи йышăну кампанийĕсен ĕçне пысăка хурса хакланăРадий Хабиров аслă шкулсенчи йышăну кампанийĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă
Радий Хабиров аслă шкулсенчи йышăну кампанийĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă

Ведомство ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, 2026 çулта регионти аслă шкулсенче 17 427 бюджет вырăнне хупнă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан çакă  3,2 % нумайрах. Бакалавриатра бюджет вырăнĕсем 4,4 % ÿснĕ, специалитетра – 3%, СПО программинче – 13%, аспирантурăра – 14,6%.

Светлана Мустафина палăртнă тăрăх, бакалавриатпа специалитет валли  пурĕ 11 113 вырăн уйăрнă. Çакă шкул пĕтерекенсен ыйтăвĕсене 75%  таран хуплать.

Докладра пахалăх кăтартăвĕсем çине тимлĕх уйăрнă. Йышăну пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн балĕ 7,7 %  ÿснĕ. Чи пысăк ÿсĕм профильлĕ математикăпа, физикăпа тата информатикăпа палăрнă. Çĕр баллисен шучĕ 63 çитнĕ, олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсен шучĕ – 248, ку пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах. 

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров тăратнă цифрăсене комментарилесе профильлĕ ведомствăпа аслă шкулсен ĕçне лайăх хак панă. «Куратăп, пирĕн бюджет вырăнĕсем те, студентсене йышăнасси те ÿсет. Лайăх ĕç», - палăртнă регион ертÿçи.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас