Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
3 Сентября , 07:30

Упа вăрман хурчĕсемлĕ каскана вăрласа тарнă

«Пушкăртстан» наци паркĕ пĕлтернĕ тăрăх, упа йывăç çинче вăрман хурчĕсем пурăнакан вĕллене тупнă та пылак çимĕç патне мĕнле те пулсан çитме шутланă. Чалăш ураллăскер йывăç вулли тăрăх йăпăр-япăр хăпарнă та йывăр вĕллене çĕмĕрсе аяла пăрахнă. Унтан тупăшне вăрмана сĕтĕрсе кайнă та унпа пĕрле тарса çухалнă.

Упа вăрман хурчĕсемлĕ каскана вăрласа тарнăУпа вăрман хурчĕсемлĕ каскана вăрласа тарнă
Упа вăрман хурчĕсемлĕ каскана вăрласа тарнă

 Наци паркĕн ĕçченĕсем тавралăха пăхса çаврăннă, çапах вăрланă каскана тупма май килмен. Ахăртнех, упа пылпа сăйланма кайнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас