Урал сасси
+18 °С
Облачно
Новости
4 Сентября , 07:00

Пушкăртстанра икĕ пысăк çут çанталăк пушарне тĕп тунă

Вут-çулăма сÿнтерме Раççейри Инкеклĕ ĕçсен министерствин, республикăри пушара хирĕç кĕрешекен службăсен, муниципаллă службăсен тата ирĕклĕ пушар хуралĕсен вăйĕсене явăçтарнă.

Пушкăртстанра икĕ пысăк çут çанталăк пушарне тĕп тунăПушкăртстанра икĕ пысăк çут çанталăк пушарне тĕп тунă
Пушкăртстанра икĕ пысăк çут çанталăк пушарне тĕп тунă

ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин  пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш пушар ĕнер кăнтăрла Баймак районĕнче Мукас ял Канашĕн çĕрĕ çинче хыпса илнĕ. Малтанхи сăлтавĕ – вут-çулăмпа асăрханусăр усă курни. Çав кунах каçхине уçă çулăма тĕп тунă.

Иккĕмĕш çулăма Сибайри Туялас ялĕ çывăхĕнче асăрханă. Унти çунакан лаптăк икĕ гектарпа танлашнă. Çак пушара та хăвăрт сÿнтернĕ.

Лару-тăрăва Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ асăрхаса тăрать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас