Урал сасси
+10 °С
Ясно
Новости
8 Сентября , 07:00

Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр туянма тата хăпартма ипотека ставкине чакарĕç

РФ Президенчĕ  Владимир Путин нумай ачаллă çемьесем валли çурт-йĕр  туянма е хăпартма ипотека ставкине чакармалли сĕнĕве ырланă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр туянма тата хăпартма ипотека ставкине чакарĕçНумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр туянма тата хăпартма ипотека ставкине чакарĕç
Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр туянма тата хăпартма ипотека ставкине чакарĕç

Çакăн пек пуçарăва ача прависемпе ĕçлекен уполономоченнăй Мария Львова-Белова каланă. Вăл ăна хваттер хакĕнчен кăшт пĕчĕкрех тума сĕннĕ.

Президент çак шухăша ырланă, хушăва правительствăна парассине палăртнă.

Вăл çĕршывра уйрăм çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ юлашки çулсенче самай ÿснине, асăннă мера строительство отрасльне аталантарма хушма вăй-хăват парассине пĕлтернĕ.

 

Автор:Надежда Родионова