Урал сасси
+10 °С
Ясно
Новости
8 Сентября , 13:00

Пушкăртстанра 196 пин шкул ачи Раççей халăхĕсен чĕлхисене вĕренет

Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççей халăхĕсен чĕлхисен кунне паллă тăватпăр. Ăна 1925 çулхи ноябрь уйăхĕнче патшалăх пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Унăн тĕллевĕ çĕршыри чĕлхесен нумай енлĕхне упраса хăварасси тата тăван чĕлхесен хисепне ÿстересси шутланать.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанра 196 пин шкул ачи Раççей халăхĕсен чĕлхисене вĕренетПушкăртстанра 196 пин шкул ачи Раççей халăхĕсен чĕлхисене вĕренет
Пушкăртстанра 196 пин шкул ачи Раççей халăхĕсен чĕлхисене вĕренет

Нумай  тĕрлĕ халăх пурăнакан Пушкăртстан та çак ĕçе палăрмаллах тÿпе хывать.Чĕлхесене кунта хутшăну хатĕрĕ пек кăна мар, ăруран-ăрăва куçакан чĕрĕ культура эткерлĕхĕн пĕр пайĕ пек йышăнаççĕ.

Республикăри шкулсемпе ача сачĕсенче тăван чĕлхене вĕренмелли меле çаврăнăçуллă йĕркеленĕ. Кунта икĕ патшалăх чĕлхи – вырăс тата пушкăрт. Апла пулин те йышăннă вĕренÿ планĕ тăван чĕлхесене вĕренме тата алла илме май парать.

«Кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ организацийĕсенче Раççей халăхĕсен чĕлхисене (вырăс чĕлхисĕр пуçне), уйрăм предмет вырăнне 196 пин шкул ачи вĕренет. Вĕсенчен пушкăрт чĕлхине  - 156,2 пин, тутар чĕлхине  - 34,3 пин, мари чĕлхине  - 2,9 пин, чăваш чĕлхине  - 2,2 пин, удмурт чĕлхине 595 ача вĕренет», - тенĕ Башстатăн хыпарĕнче.

Шкулчченхи вĕренÿ те чĕлхе тĕрлĕлĕхне шута илет. 2025 çул вĕçленнĕ тĕле Пушкăртстанри ача сачĕсене 186,2 пин ача çÿренĕ.  Вĕсенчен 91,2%  е 196, 8 пин арçын ачапа хĕр ача вырăсла вĕреннĕ. Пушкăрт чĕлхине вĕренекен ушкăнсене - 18,8 пин (10,1%), тутар чĕлхине  - 1,9 пин (1%), 200 ача чăваш тата удмурт чĕлхисене вĕрентекен ушкăнсене çÿренĕ.

Паллах, чĕлхесене упрас ĕçре библиотекăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. ПР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çул вĕçĕнче республикăри библиотека сетĕнче 1559 учреждени шутланнă. Раççейри халăхсен чĕлхисемпе çырнă кĕнекесен шучĕ (вырăссăр пуçне) 5,3 млн экземплярпа танлашнă – ку пĕтĕмĕшле  библиотека фончĕн 20,6%.

«Кашни халăхăн чĕлхи – унăн культурин никĕсĕ, вăл йăла-йĕркене, çынна хисепленине, Тăван çĕршывпа çемьене юратнине çирĕплетет», - пĕтĕмлетнĕ Пушкăртстан  статистикĕсем.

 

 

Автор:Надежда Родионова