Урал сасси
+7 °С
Ясно
Новости
11 Сентября , 12:00

Ашкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланă

Паян пирĕн республикăра Наци тумĕн кунне уявлаççĕ. Ăна 2020 çулта Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Асăннă хушу тăрăх уява çулталăкне икĕ хутчен, апрель уйăхĕн 3-мĕш эрне кунĕнче тата сентябрь уйăхĕн иккĕмĕш эрне кунĕнче, паллă тăваççĕ. Наци тумĕн кунĕ – пĕрлĕх тата пĕр-пĕрне хисеплемелли, хамăрăн  еткерлĕхпе мăнаçланмалли уяв.

Ашкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланăАшкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланă
Ашкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланă

Çак кун Федоровка районĕнчи Ашкатар ялĕнчи вăтам шкулта тата вырăнти ача садĕнче наци тумĕсен, эрешĕсен, халăх тумĕсем çинчен çырнă кĕнекесен куравне йĕркеленĕ, «Эпĕ наци тумĕпе вĕренетĕп» акци, Пушкăртстан Республикинчи халăх тумĕсене халалланă класс сехечĕсем, тематика хăнăхăвĕсем, калаçусем иртнĕ.  

 

Ашкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланă
Ашкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланă
Ашкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланă
Ашкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланă
Ашкатарти шкулта тата ача садĕнче Наци тумĕн кунне уявланă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас